Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран йышланни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Сиенлӗ курӑк ҫул хӗррипе те тем ҫӳллӗш, темӗн чухлӗ ӳсет.
Юлашки кунсенче пултӑранпа кӗрешме пуҫланӑ. Ӑна ятарлӑ техника пулӑшнипе тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Канаш, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтернӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫыншӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен пиҫсе каять. Ҫавӑнпах унран хӑтӑлмалла. Ҫитменнине, ҫак курӑк питӗ вӑйлӑ сарӑлать.
Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ.
Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ.
Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать.
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче 102 ҫул тултарнӑ ҫын пурӑнать. Вӑл – Мария Лукиановна Маркова. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Купня ялӗнче 1915 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Мария Лукиановна Вӑрнарти зооветеринари тухникумӗн зоотехника факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан Чӑваш учителӗсен институтне пӗтернӗ, кун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ, Мускаври патшалӑх педгогика институтӗнче ӑс пухнӑ.
Мария Маркова педагогра, логопедра ӗҫленӗ. Вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Мария Лукиановнӑна 102 ҫул тултарнӑ ятпа тӳре-шара саламланӑ, парнепе савӑнтарнӑ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял уявне пухӑнса савӑннӑ.
Ял-йыша ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров, Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров, Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, Йӗпреҫри интернат шкул директорӗ Николай Майоров саламланӑ.
Ял уявӗнче чи маттуррисене, пултураллисене саламланӑ, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унтан халӑха пултарулӑх ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Спорт лапамӗнче волейболла, футболла вылянӑ, тӑршшӗне сикнӗ, 100 метр чупнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ, михӗпе ҫапӑҫнӑ.
Юлашкинчен пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ыйтӑвӗпе ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ӗнер ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑ. Унта хальлӗхе йышӑннӑ мерӑсенчен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарассине тата юсав ӗҫне пуҫӑнма подряд организацине палӑртассине, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарассине асӑнмалла.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ.
Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ.
Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ.
Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |